Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Кӑмӑла кура кӑмӑл.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Каҫ та пулса кайрӗ - Виталий Адюков

Хура-шурне курнӑ,
Ырлӑхне те кур
Ҫамрӑк ҫын та пулнӑ -
Ватлӑхне те кур.
Анне хӗрӗ пул тa
Сӑпкара ҫеҫ сик
Атте ывлӗ пул тa -
Чӗрҫе ҫинче сик

Каҫ та пулса кайрӗ
Ларса канаймарӑм
Ӗмӗр-ӗмӗр иртсе кайрӗ
Шухӑшсӑр пурнаймарӑм
Каҫ та пулса кайрӗ
Ларса канаймарӑм
ӗмӗр-ӗмӗр иртсе кайрӗ
Шухӑшсӑр пурнаймарӑм

Хӗрпе каччӑ пулнӑ
Ялта ят яман
Ар-apӑмлӑ пулнӑ
Яла ят ларман
Вӑрманне те каснӑ —
Сухапуҫне тыт
Тыр-пулне пуҫтар та
Ҫӑкӑр чӗлли тыт

Каҫ та пулса кайрӗ
Ларса канаймарӑм
Ӗмӗр-ӗмӗр иртсе кайрӗ
Шухӑшсӑр пурнаймарӑм
Каҫ та пулса кайрӗ
Ларса канаймарӑм
Ӗмӗр-ӗмӗр иртсе кайрӗ
Шухӑшсӑр пурнаймарӑм

Кил-ҫуртне хӑпарт тa
Ывӑл авлантар
Хӗрне качча пар та
Ыр пехилне пар
Taв куркине тыт та
Кӗреке умне тӑр
Тав-сӑмах кала та
Макӑрмасӑр тӑр

Каҫ та пулса кайрӗ
Ларса канаймарӑм
Ӗмӗр-ӗмӗр иртсе кайрӗ
Савӑнса кураймарӑм
Каҫ та пулса кайрӗ
Ларса канаймарӑм
Ӗмӗр-ӗмӗр иртсе кайрӗ
Савӑнса кураймарӑм

Асатте те пултӑм
Мӑнуксем те пур
Асанне те пултӑн
Хисепне те кур
Туррине тав ту та
Сӑрине астив
Юр юрласа яр та
Kун-ҫулна ас ил

Каҫ та пулса кайрӗ
Ларса канаймарӑм
Ӗмӗр-ӗмӗр иртсе кайрӗ
Шухӑшсӑр пурнаймарӑм
Каҫ та пулса кайрӗ
Ларса канаймарӑм
Ӗмӗр-ӗмӗр иртсе кайрӗ
Шухӑшсӑр пурнаймарӑм

CVL:

Kaş ta pulsa kajrӗ

Hura-shurne kurnӑ,
Yrlӑhne te kur
şamrӑk şyn ta pulnӑ
Vatlӑhne te kur.
Anne hӗrӗ pul ta
Sӑpkara şeş sik
Atte yvlӗ pul ta
Chӗrşe şinche sik

Kaş ta pulsa kajrӗ
Larsa kanajmarӑm
Ӗmӗr-ӗmӗr irtse kajrӗ
Shuhӑshsӑr purnajmarӑm
Kaş ta pulsa kajrӗ
Larsa kanajmarӑm
Ӗmӗr-ӗmӗr irtse kajrӗ
Shuhӑshsӑr purnajmarӑm

Hӗrpe kacchӑ pulnӑ
Jalta jat jaman
Arlӑ-arӑmlӑ pulnӑ
Jala jat larman
Vӑrmanne te kasnӑ
Suhapuşne tyt
Tyr-pulne puştar ta
şӑkӑr chӗlli tyt

Kaş ta pulsa kajrӗ
Larsa kanajmarӑm
Ӗmӗr-ӗmӗr irtse kajrӗ
Shuhӑshsӑr purnajmarӑm
Kaş ta pulsa kajrӗ
Larsa kanajmarӑm
Ӗmӗr-ӗmӗr irtse kajrӗ
Shuhӑshsӑr purnajmarӑm

Kil-şurtne hӑpartnӑ
Yvӑla avlantar
Hӗrne kaccha par ta
Yr pehilne par
Tav kurkine tyt ta
Kӗreke umne tӑr
Tav sӑmah kala ta
Makӑrmasӑr tӑr

Kaş ta pulsa kajrӗ
Larsa kanajmarӑm
Ӗmӗr-ӗmӗr irtse kajrӗ
Savӑnsa kurajmarӑm
Kaş ta pulsa kajrӗ
Larsa kanajmarӑm
Ӗmӗr-ӗmӗr irtse kajrӗ
Savӑnsa kurajmarӑm

Asatte te pultӑm
Mӑnuksem te pur
Asanne te pultӑn
Hisepne te kur
Turrine tav tu ta
Sӑrine astiv
Jur jurlasa jar ta
Kun-şulna as il

Kaş ta pulsa kajrӗ
Larsa kanajmarӑm
Ӗmӗr-ӗmӗr irtse kajrӗ
Shuhӑshsӑr purnajmarӑm
Kaş ta pulsa kajrӗ
Larsa kanajmarӑm
Ӗmӗr-ӗmӗr irtse kajrӗ
Shuhӑshsӑr purnajmarӑm


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

reflejo тӳрлетнӗ, информацие 2006-02-02 22:29:37 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 5893 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем